Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шăтса тухнă кĕрхисем, савăнтараççĕ халь вĕсем

 Эрнекун, сентябрĕн 18-мĕшĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов ертсе пынипе Чăваш Республикинчи "Россельхозцентр" учрежденин Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ Олег Глухов, Петр Самакинпа Иван Киргизов агропромышленность ветеранĕсем "Красное Знамя", "Батыревский", "Корма", Исток" хуçалăхсенче тата Мария Лаврентьева фермер хуçалăхĕнче пулчĕç, кĕрхисем еплерех çитĕннине пăхрĕç. Сăмах май, кăçал районта кĕрхи культурăсем 5350 гектар йышăнаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вĕсем аван шăтса тухнине, хĕл каçма вăй çителĕклĕ илсе юлнине палăртрĕ ятарлă ушкăн.

 Хуçалăхсем агротехнологие пăхăнса ĕçлеме тăрăшнă. Кĕлетсем тулччăр тесен урăхла май та çук. М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕнче тăпран пулăхлăхне пуянлатнă, минераллă удобренисем сапнă.

- Кăçал кĕрхисене 180 гектар акрăмăр. Туллăн "марафон" сортне никĕсе хыврăмăр. Асăннă сортпа пĕрремĕш çул ĕçлеместпĕр, вăл питĕ кăмăла кайрĕ. Клейковини 23-24-ран кая мар. Вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 51,3 центнерпа танлашрĕ, - терĕ хуçалăха ертсе пыракан Олег Лаврентьев.

Сăкăтри "Красное Знамя" хуçалăхра та 370 гектар йышăнакан кĕрхисем куçа илĕртмелле шăтса тухнă. Вăрлăха çĕнетсе туллăн "Московская-56" сортне туяннă, вăл 40 гектар йышăнать. Çакна та каласа хăвармалла: кооперативра çулленех пусă çаврăнăшне пăхăнса нумай çул ỹсекен курăксене 100 гектар пăсаççĕ. Кăçал та çаплах тунă.

Туллăн "марафон" сорчĕпе районта ытларах та ытларах усă курма пуçларĕç. "Корма" тата "Исток" çĕр ĕç фирмисем шăпах асăннă сорта никĕсе хывнă. Вăрлăхсене чир-чĕртен имçамласа акнă, çавна май калчасем лайăх вăй илнĕ.

"Батыревский" пĕрлешỹ иртнĕ çул кĕрхи культурăсене 339 гектар акса хăварнăччĕ, кăçал унăн лаптăкне 618 гектара çитернĕ. Йăлтах HORSH комплекспа никĕсе хывнă. Маларах тăпрана ỹкнĕ вăрăсем аванах çитĕннĕ, каярах лекнисем те вĕсем хыççăнах хăвалаççĕ.

Агропромышленность комплексĕн ветеранĕсем ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕн ертỹçисемпе, агрономĕсемпе тĕл пулса калаçнă май хăйсен опычĕсемпе паллаштарчĕç, усăллă сĕнỹсем пачĕç. Çавăн пекех тĕп специалистсем асăннă хуçалăхсенче агротехнологие пăхăнса ĕçленине, çĕнĕлĕхсемпе усă курнине палăртрĕç.

О. ПАВЛОВА

АВАНГАРД



22 сентября 2020
16:38
Хроника
Поделиться