Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хăвна кирлине суйлама пулать

 Ирпе ĕçе килсенех сутуçăсем лавккана кỹрсе килнĕ таварсене тирпейлеме пикенчĕç. Самана уттипе пурăнатпăр мар-и? Урай тулли пысăк савăтлă ĕçмелли шыв курупкисене, ешчĕкĕ-ешчĕкĕпе помидор, печени, канĕхвет тата ытти те. Çĕрлехи сменăра пĕçерсе кăларнă кăпăшка çăкăр та лавкка уçнă вăхăтах çитет. Унччен тавара вырнаçтармалли çỹлĕксене тасатса тирпейлемелле. Туянакансене те алăк патĕнче кĕттерсе тăма хăнăхман. 8 сехет çитмен пулин те ирпе ĕçе каякансем кĕрсе тухаççĕ.

Райпо системине кĕрекен апат-çимĕç продукчĕсем сутакан çак лавкка маларах Патăрьелĕнче унчченрех ĕçленĕ икĕ хутлă универмаг çуртĕнче вырнаçнăччĕ. Унта та туянакансем йышлăн çỹретчĕç. Кайран ял хуçалăх таварĕсем сутакан лавка пулнă вырăна (угловой) куçрĕ. Кунта та туянакансене çухатмарĕ. Мĕн кирли пурте пур. Кăлпасси темиçе тĕрлĕ, кирек хăш кĕрпене те суйласа илме пулать. Яшкана техĕмлĕ тутă кĕртмелли типĕтнĕ хутăшсене сутаççĕ. "Акконд" фабрикинчен кỹрсе килнĕ тутлă çимĕç нумай.

- Тавара куллен турттараççĕ. Пĕчĕк-пĕчĕк ушкăнпа. Çавăнпа çимĕçсем çемçе, тутлă, паха. Ассортимент çителĕклех. Сентресем çине халăх туянаканнисене, кăмăллаканнисене кăларатпăр. Пурте пур пирĕн. Шăрпăкран пуçласа аш-какайпа юр-вар таранах,- тет И. Кудерге заведующи.

 Иккĕн ĕçлеççĕ лавккара. 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен. Умма лартнă тĕллевĕсене чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. И. Кудергепе Н. Петровăн ĕç стажĕ çителĕклех. Кашни çынна вĕсем кăмăллăн кĕтсе илеççĕ. Кирлĕ тавара суйласа илме пулăшаççĕ.

Ирина Михайловна суту-илỹ ĕçне Шупашкарти кооператив училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн пуçăннă. Малтан райпо çумĕнчи лавккана кĕнĕ. Çумĕнче ăста юлташĕсем пулнăран ĕçе хăнăхасси йывăрлăх кỹмен. В. Семеновăпа, В. Аврелькинăпа тата ыттисемпе юнашар тăрса ĕçленĕ.

Виçĕ çамрăк хĕре ялсенчи лавккасенче ĕçлекенсене отпуск вăхăтĕнче улăштарма çỹреттернĕ. Ирина çавна май Тутар Тимеш, Анат Туçа, Туçа, Вăтаел ялĕсенче пулнă. Декретлă отпусксенче пулнă хыççăн каллех район центрĕнчех ĕçлеме пикеннĕ. Унтанпа икĕ ывăлĕ те çитĕннĕ ĕнтĕ. Асли И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ пухнă, салтакра пулнă. Халĕ республикăри шалти ĕçсен министерствинче ĕçлет. Кĕçĕнни ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, амăшĕн çулĕпех кайнă. Йăла техникисен складĕнче вăй хурать.

Наталия Петровна Шăмăршă районĕнчи Çĕнĕ Шăмăршă ялĕн хĕрĕ. Патăрьелĕнчи профессипе техника училищинче вĕреннĕ. Качча тухса пирĕн района тĕпленнĕ. Петровсем виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Карина И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕр курс вĕренчĕ. Кирилпа Николай вăтам шкулта вĕренеççĕ.

Тăрăшуллă сутуçăсен ĕçне Хисеп хучĕсемпе Тав сăмахĕсем те çирĕплетеççĕ. Райпо юбилейне паллă тунă май Н. Петрова Тав хутне тивĕçрĕ. И. Кудергене маларах райпо администрацийĕ Хисеп грамотипе чысланăччĕ. Пĕлтĕр "Чувашпотребсоюз" правленийĕн Хисеп грамотине илнĕччĕ.

Лавккара тавара хăв суйласа илме пултаратăн. Çакă та меллĕ. Туянакансен кăмăлне тивĕçтеретех.

А. АСТРАХАНЦЕВА

АВАНГАРД



22 сентября 2020
16:40
2020 год
Поделиться