Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тавралăха тирпейлĕпĕр, йывăçсем лартăпăр

ХĔле хатĕрленсе тавралăха тирпейлесси районта йăлана кĕнĕ. Сентябрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 25-мĕшĕччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче уйăхлăх иртет. Çак тапхăрта хамăр пурăнакан, ĕçлекен территорисене тасатнисĕр пуçне çывăх тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăнсенче, выльăх масарĕсенче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрла пуç хунă салтаксене тата ыттисене те хисеплесе лартнă палăксен таврашĕсенче, юхан шывпа кỹлĕ хĕррисенче, çул çумĕпе юнашар лартнă йывăçсем патĕнче тата ытти çĕрте те субботниксем йĕркелеме палăртнă. "Йывăç ларт тата ăна упра" ятпа Йывăç кунĕ те пулать.

АВАНГАРД



18 сентября 2020
09:11
2020 год
Поделиться