Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Иккĕнре-çке пурнăçăн илемĕ

Кашни ашшĕ-амăшĕн хăйĕн ачине мăшăрлă пурăнтарас, йăха малалла тăстарас килет. Кăçалхи сакăр уйăхра 81 мăшăр çывăх çыннисен ĕмĕтне пурнăçласа пĕр çемье çулĕпе утма кăмăл туса туй кĕрлеттернĕ. Шел пулин те, кăтарту пĕлтĕрхинчен 26 сахалтарах. Çакă кăшăлвируспа та çыхăннă. Шăпах çулла, савăнăçлă мероприятисем ытларах йĕркеленĕ тапхăрта, нумайăн пухăнма юрамарĕ тата кафесемпе столовăйсем те ĕçлемерĕç.

 Тĕрлĕ сăлтава пула 37 мăшăр уйрăлнине çирĕплетекен документа аллине илнĕ. Мĕн тăвăн, пурнăçра темле те пулать... Икĕ çемьере яваплă утăм тунă: ача усрава илнĕ.

АВАНГАРД



18 сентября 2020
09:02
2020 год
Поделиться