Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Танкистсем уява кĕтсе илме хатĕр

ТĔРЛĔ çар чаçĕнче службăра тăнисем хăйсен уявне паллă тăвасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче, шăпах ку эрне вĕçĕнче, Танкист кунĕ çитет. Ĕнерхи танкистсем те çак куна пĕр йĕрсĕр ирттересшĕн мар. Вĕсем районти çар комиссариачĕ умĕнчи танк-палăк патне сентябрĕн 13-мĕшĕнче 10 сехетре пухăнса уяв митингне йĕркелеме палăртнă.

Мероприятие танкист-ветерансем маларахах хатĕрленме пуçланă. Палăк территорине тасатнă, тирпейленĕ, сăрланă. Пĕрле пухăнса калаçма, иртнисене аса илме кăмăллă. Патăрьелĕнчи танкист-ветерансен комитечĕ вара службăра хăватлă çар техникипе çỹ- ренисене уявпа саламлать, кĕрхи ĕçсене пăхмасăрах савăнăçа пĕрле пайлама килессе шанать.

АВАНГАРД



15 сентября 2020
10:14
Поделиться