Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район çуралнă кунĕ ячĕпе - велочупу

ТИН анчах юратнă районăмăрăн 90 çулхи юбилейне уявларăмăр, унтанпа вара сисĕнмесĕрех виçĕ çул та иртсе кайрĕ. Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕ йĕркеленсе кайни 93 çул çитрĕ. Çак уява халалласа велочупу иртрĕ. Старта тăракансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ- финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова саламларĕ. Велосипедистсем "Патăрьел - Çĕнĕ Ахпỹрт – Туçа- Кзыл-Чишма –Красномайск- Алманчă - Тутар Сăкăт – Сăкăт- Шăнкăртам - Нăрваш Шăхаль - Çĕньял - Турхан - Шăхач - Аслă Чемен - Пăлапуç Пашьел - Первомайски - Хирти Пикшик - Еншик - Тăрăн - Патăрьел" маршрутпа чупрĕç. Пĕтĕмĕшле 120 çухрăм парăнтарчĕç. Ку мероприятие малашне çуллен ирттерме палăртаççĕ.

АВАНГАРД



15 сентября 2020
10:11
Хроника
Поделиться