Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Пурăнмашкăн çур ĕмĕр пĕрле, Пĕр юрра юрлама пĕлмелле

" ЧЫЛАЙ çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсем пурнăçра пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнсан çеç çемьере юратупа татулăх хуçаланнине питĕ лайăх ăнланаççĕ. Паян-ыран йăва çавăрас шухăшлă яш-кĕрĕмĕн те, нумай пулмасть çеç венчет çĕрри тăхăннисен те Туçари Кипятковсенчен, Еншикри Ивановсенчен тĕслĕх илсен аван. Вĕсем çак уйăхра ылтăн туйĕсене паллă тăваççĕ. Козловкăри Каштановсем, Ишлĕри Тихоновсем, Шăнкăртамри Муллинсем вара 60 çул юнашар пĕр сукмака такăрлатаççĕ. Бриллиант туйпа ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем саламлаççĕ.

АВАНГАРД



15 сентября 2020
10:13
2020 год
Поделиться