Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир тыр-пулпа, вите выльăхпа илемлĕ

Иртнĕ çулсенче кашни кварталтах ỹсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе канашлусем ирттерекенччĕ. Кăçал коронавирус пандемине пула ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем пухăнаймарĕç, çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнчен - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕнчен Виктор Львовран çур çулхи кăтартусемпе, хальхи вăхăтра тăвакан ĕçсемпе паллаштарма ыйтрăмăр.

- Виктор Игоревич, районта вырма пынă май акнă-лартнă культурăсене пухса кĕртесси еплерех пыни пирки хаçат вулакансене кĕскен пĕлтерер пуль?

-Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем районĕпе 17843 гектар, çĕр улми - 721,1, пахча çимĕç - 86,1, вăрлăх сухан - 444,3, сахăр кăшманĕ 150 гектар йышăнчĕç. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тыр-пула тата çĕр улмие пухса кĕртессипе ĕçлеççĕ. Ĕнерхи куна 17579 гектартан тĕш тырра, 160 гектартан "иккĕмĕш çăкăра" пуçтарса илнĕ. Севок анисем те пушанса пыраççĕ

. Çанталăк кăçал ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем майлă пулчĕ тесен те йăнăш мар. Кĕлете кĕрекен тыр-пул тухăçĕ çĕр çыннин кăмăлне çĕклет, гектартан вăтамран 33 центнер тухать. Иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне 28 центнерпа танлашнăччĕ. Çуркунне пахалăхлă вăрлăхсем акса хăварнин, тăпра пулăхлăхне пуянлатма тăрăшнин витĕмĕ куç умĕнче. Пĕлтĕр пĕтĕмĕшле 46800 тонна тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ пулсан кăçал сентябрĕн тăваттăмĕшĕ тĕлнех ку кăтартуран иртрĕмĕр. Хальхи вăхăтра 56971 тоннăпа танлашать.

- Техника паркне çĕнетессипе лару-тăру еплерех-ши?

- Çулталăк пуçланнăранпа районĕпе 77,1 млн тенкĕлĕх 45 единица ял хуçалăх техники илнĕ. Кунта 24 тракторпа 5 комбайн, HORSH акакан комплекс та кĕрет. Сăмах май, туяннă техникăран 42шне патшалăх субсидиленĕ.

- Выльăх тытаканăн тути çуллă, теççĕ. Виктор Игоревич, районти кăтартусене пăхсан çапла калама пултаратпăр-и?

- Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çур çулта 22329 пуç ĕне-выльăха шута илнĕ. Йыш пĕлтĕрхинчен 8 процент нумайрах. Çавăн пекех районĕпе 16448 пуç сысна, 12760 сурăх-качака, 69,2 пин пуç кайăк-кĕшĕк тытаççĕ. Ял хуçалăх организацийĕсемпе илес пулсан ĕне-вылăх шучĕ 3670 пуçа (иртнĕ çулпа танлаштарсан - 99,7 процент), фермер хуçалăхĕсенче 2464 пуçа (115 процент) çитнĕ. Ял халăхĕ вара маларахри çултинчен 8,6 процент ытларах е 16195 пуç усрать.

- Хăш ял хуçалăх организацийĕнче ĕне-выльăх шутне чакарнă тата мĕнле сăлтавпа?

- Районти "Первомайск" (51 пуç), "Корма" (47), "Звезда" (40), "Труд" (22), "Малалла" (20), "Родина" (7) хуçалăхсенче, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче (11) ĕне-выльăх йышĕ чакнă. "Корма" агрофирма малашне ỹсен-тăран отраслĕпе çеç ĕçлеме тĕллев лартнăран выльăхсене чакарнă. Хăш-пĕр хуçалăхра самăртма хупнă вăкăрсем ỹссе çитĕннĕрен ытларах сутрĕç, çав вăхăтрах теприсем вăхăтра тивĕçлĕ йышăнусем туманран кĕтĕве пĕчĕклетрĕç. "Исток" тата "Красное Знамя" хуçалăхсенче йыша 115 тата 114 пуç ỹстернĕ. Р. Хуснетдинов, И. Ямалетдинов, И. Хамбиков фермер хуçалăхĕсенче те выльăхсен шучĕ нумайланнă.

Пăшăрхантараканни - сăвакан ĕнесен шутне чакарни. Ял хуçалăх организацийĕсенче 1788 ĕне шутланса тăрать, пĕлтĕрхинчен 5 пуç сахалтарах. "Первомайск" (29 пуç сахаллатнă), "Малалла" (22), "Родина" (3) хуçалăхсенче кăтарту начарланнă пулсан "Исток" (48 пуç ỹстернĕ), "Красное Знамя" (28), "Труд" (10) хуçалăхсенче ытларах усрама пуçланă. Фермер хуçлăхĕсемпе илес пулсан ĕнесен йышне Э. Зейнетдинов, Э. Солдатова, И. Шарафутдинов, Р. Бикчурин фермерсем ỹстернĕ.

- Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси пирки те сăмах хускатмасăр иртме май çук.

- Ял хуçалăх организацийĕсенче пĕр ĕне вăтамран çур çулта 3245 килограмм сĕт панă. Пĕлтĕр ку кăтарту 2972 килогрампа танлашнă. "Исток" агрофирмăра пĕр ĕне вăтамран 3927 килограмм (пĕлтĕр 3294 килограмм пулнă), "Батыревский" пĕрлешỹре - 3605 (3222), "Труд" хуçалăхра - 3506 (3082) "Красное Знамя" кооперативра 3329 (3239) килограмм сунă.

- Кăçал фермăсем, выльăх- чĕрлĕх продукцине тирпейлекен цехсем хута кайĕç-ши?

- Паллах! Ĕне-выльăх усрама 10 ферма, ĕнесем валли виçĕ, лашасем валли икĕ вите, пахча çимĕç, тырă управĕсем, сысна аш-какайне, сĕте тирпейлекен цехсем район территоринче тата хутшăнĕç. Кăçал 166 млн тенкĕлĕх инвестицин 20 проектне реализацилемелле. Çывăх çулсенче ыттисем те уçăлаççех.

- Ял хуçалăхне патшалăх пулăшăвĕсĕр аталанма йывăр. Çăмăллăхсем пур-и?

- Çур çулта тĕрлĕ çăлкуçран района 65,2 млн тенкĕ субсиди кĕнĕ. Патшалăх сĕтшĕн- 13,9 млн тенкĕ, техникăшăн- 19 млн тенкĕ, паха вăрлăхшăн - 10 млн тенкĕ, ăратлă выльăх туяннăшăн 3,2 млн тенкĕ каялла тавăрса панă.

 Паянхи кăтартусемпе лăпланса лармалла мар. Пĕрлехи вăйпа килĕштерсе ĕçлесен çитĕнỹсем пулаççех.

О. ПАВЛОВА калаçнă

Авангард



08 сентября 2020
10:43
2020 год
Поделиться