Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Паттăр" ФСК спорта юратакансене йышăнма хатĕр

АВГУСТĂН 28-мĕшĕнче Чăваш Ен коронавируса пула йышăннă чарусене пăрахăçламалли виççĕмĕш тапхăра куçрĕ. Çакăн хыççăн физкультурăпа спорт комплексĕсем, стадионсем хăрушсăрлăх йĕркине малалла та пăхăнса ĕçлесе кайрĕç. Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКа вара карантин хыççăн çеç мар, пысăк бассейна тата унăн залне юсаса çĕнетнĕ хыççăн Пĕлỹ кунĕнче çынсене пысăк кăмăлпа йышăнма пуçларĕ. Маларахри çул пĕчĕккине тĕпрен юсаса çĕнетрĕç, ăшă, канализаци пăрăхĕсене улăштарчĕç, стенасемпе урайĕсене çĕнетрĕç тата ытти те. Паян кунта хăйсен сывлăхне çирĕплетес текенсемшĕн мĕн пур услови çителĕклĕ. Тренажер, спорт залĕсем те кашни кунах ĕçлеççĕ.

Авангард



08 сентября 2020
10:39
Хроника
Поделиться