Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хусанти ипподромран та çĕнтерỹпе таврăннă

ÇАК кунсенче Хусанти лаша спорт комплексĕнче Тутар Республикине туса хунăранпа 100 çул çитнĕ тата Хула кунĕ ячĕпе лашасен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта каллех пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи спортсменсем палăрнă. Тутар Республикин лаша спорчĕн федерацийĕн призне илессишĕн чупнă тупăшура Тикешре çуралса ỹснĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорт шкулĕн директорĕ Валерий Краснов Зов Предков ăйăрĕпе абсолютлă чемпион ята тивĕçнĕ. Унăн тетĕшĕ, "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов, тытса пыракан Победитель вара финиша иккĕмĕш кĕнĕ. "Мастер-наездник" ята çĕнсе илме ăна пĕр çеккунт çеç çитеймен. Çавăн пекех ăмăртура Шăнкăртамри Альберт Хамбиков икĕ чупура икĕ урхамахпа виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Авангард



08 сентября 2020
10:41
Хроника
Поделиться