Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чиртен сыхланаççĕ - тăкак курмаççĕ

Патăрьел районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станции коллективĕ мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсен выльăхĕпе кайăк-кĕшĕкне амакран хутĕлет.

Çакна çирĕплетме - тĕслĕхсем

Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕнчи Вячеслав Раськин хресчен-фермер хуçалăхне илсе килнĕ ĕне выльăх сывлăхне пĕрре çеç маар тĕрĕсленĕ. Сăмах май, иртнĕ уйăхра кунта 50 пуçа вырнаçтарма вите хута янă. Ăна уçма ЧР патшалăх ветеринари службин ертуçи Константин Викторов та килнĕ.

- Фермăри условисем гигиенасанитари йĕркине тивĕçтереççĕ, - терĕ станци ертуçи Петр Ефимов.- Витери сывлăша уçăлтармалли вентиляции, выльăх каяшне тула кăлармалли транспортер ĕçлет. Сĕте сивĕтмелли хатĕр туянса вырнаçтарасшăн,кунта тăрăшакансем салтăнмалли-тăхăнмалли тата çăвăнмалли пуĕмсемпе усă кураççĕ.Кĕскен, санитари правилине пăхăнаççĕ,тĕрлĕ чир сарăлас хăрушлăх çук.Паян ĕне выльăх – 40,çав шутра сăваканни 18 пуç. Пирĕн специалистсем валли кашни хуçалăхрах ĕç пур.

Районти пĕтĕм хуçалăх çуллен выльăх чылай туянать. Станции тĕрлĕ чиртен тĕрĕслеме кашнинчен юн илсе лабораторие ăсатать. 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен мĕн пур йышши хуçалăхсем района выльăхпа кайăк-кĕшĕк турттарса килме е унтан илсе кайма Россельхознадзор ирĕк панине шута илсе ĕçлеççĕ.

- Кил хуçалăхĕсенче ĕне усранă чухне çулла тусекен тăкакăн пĕр пайне саплаштарма республика бюджетĕнчен субсиди уйăрнă тапхăрта вăл е ку чиртен выльăха вăхăтра вакцинацилеменни, анализ валли юн илменни тупăнчĕ-и? - Пулчĕ, нумай маар. Ытларахăшĕ - пĕтĕ ĕнесем, вĕсене пăруланă хыççăн профилактика витĕр кăлартăмăр. Çав тĕллевпе яла ветеринарсем пынине пĕлмесĕр юлнисем те илсе пыркаларĕç. Кăçалхи сакăр уйăхра профилактикăламалли, диагностикăламалли плана тултартăмăр. Кунсăр пуçне патшалăх заданине пурнăçларăмăр. Çавăнпа специалистсен пысăк ушкăнне Ветеринари ĕçченĕн кунĕ тĕлне награда парса хавхалантартăмăр. Учрежденин Ишлĕ Шетмĕ уйрăмĕн заведующийĕ Елена Зверева, Шăнкăртам уйрăмĕн ветфельдшерĕ Талгат Мустафин ЧР Патшалăх ветеринари службин Тав хутне, ертсе пыракан ветврачсем Елена Шуряшкинăпа Алевтина Демидова тата Аслă Чемен уйрăмĕн заведующийĕ Татьяна Семенова район администрацийĕн Хисеп тата Тав хучĕсене, ертсе пыракан ветврач Анна Рыбкина район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх пайĕн Хисеп хутне, темиçе специалист ытти наградăна тивĕçрĕ.

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх кăна районта 22211 пуç шутланнă. Сиплемелли, профилактикăламалли, диагностикăламалли чĕр чун йышлă, ĕç калăпăшĕ пысăк. Учреждени пĕтĕм йышши хуçалăхсен ерт?çисемпе пĕрле плана çулталăк пуçламăшĕнчех уçăмлатать.

Çакă производство графикне ĕлкĕрсе пыма, кашни мероприятие вăхăтра пурнăçлама пулăшать.

Хыпар



08 сентября 2020
10:27
2020 год
Поделиться