Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Терроризм - чи пысăк хăрушлăх

 Сентябрĕн 2-мĕшĕнче Шăнкăртамра Раççейри мăсăльмансен тĕн Пухăвĕн муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ Альбир хазрат Крганов ертсе пынипе Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн форумĕ иртнĕ.

 Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Вячеслав Борисов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Елена Чернова, республикăри террора хирĕç кĕрешекен комиссин ĕçĕ-хĕлне тивĕçтерекен пай начальникĕ Евгений Терешин, ЧР ШĔМĕн экстремизмпа кĕрешекен центрăн пай начальникĕ Сергей Дербенов, Патăрьел районĕн прокурорĕ Николай Осипов, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов, ЧР Общество палатин членĕ Мансур хазрат Хайбуллов, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен администрацийĕсен представителĕсем хутшăннă.

Форумра тĕн организацийĕсен объекчĕсене террорла тапăнусенчен асăрханмалли йĕркесене тĕпе хурса экстремизмпа терроризма хирĕç влаç тата йĕрке хуралĕн органĕсемпе пĕрле кĕрешес ыйтусене çивĕчлетнĕ. Çавăн пекех сумлă лару-тăрура Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн "Гулистан" медресерен вĕренсе тухнă 15 выпускника дипломпа чысланă.

А. ИВАНОВ

Авангард



04 сентября 2020
10:15
2020 год
Поделиться