Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ объектсем уçăлаççĕ, ĕç вырăнĕсем хутшăнаççĕ

Августăн 31-мĕшĕнче ветеринарсем професси уявне паллă турĕç. Çак кун районти выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн, тĕрлĕ чир-чĕр сарăласран ырми-канми тăрăшакансене саламлама Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертỹçи Константин Викторов килчĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă хыççăн Пăлапуç Пашьелĕнче Вячеслав Раськин фермерăн фермине уçнă çĕре те хутшăнчĕ. Мероприятире çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци начальникĕ Петр Ефимов, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин, депутатсем, фермерсем, ял халăхĕ те пулчĕç.

В. Раськин 2019 çулта фермер хуçалăхне аталантарма паракан гранта çĕнсе илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе вăл пĕлтĕр кĕркунне 50 ĕне-выльăх вырнаçмалăх вите тума пикеннĕ. Сăмах май, хальхи вăхăтра хута кайнă хуралтăра 40 пуç пысăк выльăх тăрать, унтан 18-шĕ - сăвăнакан ĕнесем. Фермер малашне йыша тата пысăклатас тĕллев лартнă.

2020 çулта районти тăватă кооператив пурлăхпа техника базине пуянлатма, 5 фермер хăйсен ĕçне йĕркелесе яма, 6 фермер Агростартап программăпа, пĕр фермер çемье ферми тума патшалăх пулăшăвне илнĕ.

Çĕнĕ объектсем уçăлни ĕç вырăнĕсем хутшăннине, ял аталаннине кăтартать. Тухса калаçакансем çамрăксене çуралнă тăрăхрах тĕпленсе патшалăх пулăшăвĕпе усă курса бизнес-проектсем йĕркелеме сунчĕç. В. Раськин фермер та çакнах палăртрĕ.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пурте фермăпа паллашрĕç.

Уяв Пăлапуç Пашьелĕнчи пуçарулăх бюджечĕпе хăтлăлатнă культурăпа кану паркĕнче малалла тăсăлчĕ. Ветеринари службин ветеранĕсене, ĕçре палăрнисене тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. "Пашьел" фольклор ушкăнĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.

О. ПАВЛОВА

Авангард



04 сентября 2020
10:13
2020 год
Поделиться