Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта - спорт министрĕ

Çак кунсенче Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров тата олимп резервĕсен спорт шкулĕсен ертỹçисем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа пĕрле "Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ - "Паттăр" ФСК" хăй тытăмлă учреждени коллективĕпе тĕл пулнă, умри тĕллевсене сỹтсе явнă, спортра çитĕнỹ тăвакан районти ачасене олимп резервĕсен спорт шкулĕсене вĕренме йыхравланă.

 Василий Петров "Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ- "Паттăр" ФСК" хăй тытăмлăх учреждение (ертỹçи А. Краснов) 2019 çулта Сывлăх кунне ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурсра "Чи лайăх спорт сооруженийĕ" номинацире çĕнтернĕшĕн дипломпа чысланă.

А. ИВАНОВ

Авангард



01 сентября 2020
13:22
Хроника
Поделиться