Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Общество сăнавĕн штабĕ ĕçлеме пикеннĕ

Августăн 29-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра сентябрьте иртекен суйлава сăнаса тăракан Общество сăнавĕн территори штабĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ.

Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, районти Общество канашĕн председателĕ Анатолий Самакин тата ыттисем те хутшăннă.

 Общество канашĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ штаба суйлавпа çыхăннă информаци пырса тăрĕ тата кунтах сăнавçăсем пулас текенсемпе вĕрентỹ те йĕркелĕç.

 Ларурах Общество сăнавĕн территори штабĕн ертỹçи пулма Анатолий Самакина суйласа хăварнă.

 А. ИВАНОВ

Авангард



01 сентября 2020
10:49
Поделиться