Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Комплекслă программа Аталану çулĕ анлă, тĕллевĕсем курăмлă

(Пирĕн интервью)

Чăваш Республикин 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программи çынсенче ырă туйăм вăратрĕ, пысăк шанăç çуратрĕ. Эпир кашни сферăра: строительствăра, сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентӳре, культурăра ытти отрасльсенче малашнехи пилĕк çулта мĕн тумаллине, пурнăçламалли ĕçсене пĕлсе тăратпăр. Ку тĕлĕшпе Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев вырăнсенчи муниципалитетсем умне конкретлă тĕллевсем лартрĕ. Патăрьел районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли программа та анлă, тĕллевĕсем курăмлă. Пирĕн хаçат сотрудникĕ малашнехи пилĕк çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ялсен инфратытăмне çĕнетес, халăх пурнăçне тата ытларах ырă енне улăштарас тĕллевпе мĕнле улшăнусем кĕтнине районти Общество канашĕн председателĕпе, АПК ветеранĕпе Анатолий Самакинпа калаçу пуçарчĕ.

- Анатолий Дмитриевич, эсир район хастарĕ, хисеплĕ ĕç ветеранĕ çеç мар, хальхи вăхăтра Олег Николаевăн Халăх штабĕн участникĕ. Ҫав вăхăтрах эсир ертсе пыракан Общество канашĕ районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕн ыйтăвĕсене татса панă çĕрте ырă сĕнӳ-канашпа пулăшас ĕçре те пысăк витĕм кӳрет. Район аталанăвне эсир мĕнле хак панă пулăттăр?

- Чăн малтанах çакна палăртса хăварасшăн. Олег Николаев Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама тытăннă хыççăнах республикăна йывăрлăхран туртса кăларма тĕллев лартрĕ. Сăмах май каласан, унăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнакан программи те çавăнпах çыхăннă. Ку тĕлĕшпе пирĕн районăн ялсене аталантармалли, вырăнсене инвестицисене явăçтармалли, халăх пурăнакан вырăнсене хăтлăх кĕртмелли проектсем малтан та пулнă-ха. Халĕ вара тата анлăлатнă, малашнехи пилĕк çул валли комплекслă программа хатĕрленĕ.

- Республика программинче кашни муниципалитетăн хăйĕн пайĕ пур. Унта районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне хак панă, вырăнти проблемăсене, вĕсене татса памалли çул-йĕре, финанс çăлкуçне те палăртнă. Унсăр пуçне инфратытăма аталантармалли федераци, республика шайĕнчи проектсене те кунтах кĕртнĕ. Район пурнăçне ырă енне улăштарас ĕçре коммерци проекчĕсем

витĕм кӳнине те асăнмалла. Юлашки вăхăтра ялсенче пуçару бюджечĕпе те чылай пархатарлă ĕç тунине палăртмалла.

- Район экономикине кирлĕ пек аталантарас тесен чăн малтан пахалăхлă çул кирлĕ. Ҫывăх вăхăтра 24 автоçула тума тата реконструкцилеме, 3-шне тĕпрен юсама программăна кĕртнĕ. Унсăр пуçне республика тата район пĕлтерĕшлĕ çулсенчи 12 участокра тротуарсем тума палăртнă. Аслă Чемен, Шăхач, Турхан, Ҫĕньял, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенчи республика пĕлтерĕшлĕ çулсене çутăпа тивĕçтерни те халăхшăн меллĕ, çул çинчи хăрушлăха сирме те пулăшать.

«Вĕрентӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн кăçалхи июнь уйăхĕнче Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул çурчĕ çумне 120 ача вырнаçмалăх хушма здани тума пикенчĕç. Федераци, республика, район бюджечĕсенчен уйăрнă укçа-тенкĕпе строительство ĕçĕсене тулли мар яваплă «Булат» пĕрлешӳ пурнăçлать. 109 миллион тенке ларакан çурт виçĕ хутлă пулмалла, ăна çитес çулхи Пĕлӳ кунне хута яма палăртнă. Сăмах май каласан, çак ялта демографи лару-тăрăвĕ начар мар.

- Анатолий Дмитриевич, эсир ертсе пыракан Общество канашĕ саккун кăларакан е ĕçе пурнăçлама хушакан орган мар. Ҫапах та сирĕн сĕнĕве паян район администрацийĕ вырăна хурса йышăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Районти хисеплĕ АПК ветеранĕ пулнă май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хальхи вăхăтра аталанса пыракан тата çывăх çулсенче пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă программăри ял хуçалăх объекчĕсем пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Район администрацийĕ çак отрасль аталанăвне пысăк тимлĕх уйăрнине палăртмалла. Пирĕн тăрăхра пурăнакан çĕр ĕçченĕ ытларах пахча çимĕç çитĕнтерсе, выльăх-чĕрлĕх усраса укçа-тенкĕ ĕçлесе илет. Ҫавăнпа та паян АПКна аталанма патшалăх енчен пулăшни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Районта инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсе ĕне-выльăх усрамалли 10 ферма (755 пуç, 60 миллион тенкĕлĕх), 4 сысна ферми (450 пуç, 16 миллион тенкĕлĕх), 350 пуç лаша вырнаçакан икĕ ферма (9 миллион тенкĕлĕх), 100 пуç тăракан пăру вити (6 миллион тенкĕлĕх), 1240 тоннăшар кĕрекен 6 пахча çимĕç управĕ (24 миллион тенкĕ), 7 тырă склачĕ тума тата реконструкцилеме палăртнă. Унсăр пуçне аш-какай тирпейлемелли икĕ производство цехĕ хута каймалла тата ытти те. Ҫаксем пурте район халăхне хёйсем туса илекен продукцие вырăнтах вырнаçтарма май паракан объектсем.

Чăваш Енĕн кăнтăр районĕсенче пурăнакансемшĕн (вăл шутра пирĕн районшăн та) ĕçме таса шыв пулманни ку таранччен çивĕч ыйтусен шутĕнче пулнă. Хальхи вăхăтра çак

проблема вырăнтан хускални те район çыннисене савăнтарать. Ку мероприятисене 2021-2024 çулсенче «Экологи» наци проекчĕн «Таса шыв» проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçлĕç. Шăмăршăри шыв управĕнчен пăрăхсем тăсма федераци тата республика хыснинчен укçа уйăраççĕ.

Маларах палăртнă шухăшсене шута илсе çакна та каласа хăварасшăн: сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртекен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕнче эпир списока кĕртнĕ çынна çеç мар, кандидат тăратнă программăна ырланине те палăртăпăр. Ку тĕлĕшпе Олег Николаев республикăна аталантармалли ыйтусене тĕллевлĕ лартать.

Альбина Егорова калаçнă

Чăваш халăх ҫыравҫи, Чăвашсен обществăпа культура центрĕн ертӳҫи, Чăваш Республикин Писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ М.Н. Юхма Чăваш Республикин 2025 ҫулчченхи социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине хаклани

Олег Алексеевич Николаев нумаях пулмасть Чăваш обществăпа культура центрĕнче пулса курчĕ. Эпир Чăваш Республикин Писательсен союзĕпе пĕрле кăларнă кĕнекесене хăй вĕренсе тухнă Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Ҫĕнĕ Атай ялĕнчи шкула та парнелерĕҫ. Кĕнекесене парнелеме пĕрле кайрăмăр. Олег Алексеевич шкул ачисемпе, учительсемпе калаҫни, вĕсене итлеме пĕлни мана питĕ савăнтарнăччĕ.

Вăл чăнласах та кашни ҫынна итлеме, унпа калаҫма пĕлет. Хăй сăмах панине нихăҫан та манса каймасть. Ҫакӑ Олег Алексеевич чăн-чăн этем пулнине, шанчăклă ҫын пулнине пĕлтерет. Эпĕ – ҫыравҫӑ, ҫавăнпа мана вăл тăван культурăна, юратнă тăван чĕлхене аталантарас тесе тăрăшни питĕ савăнтарать. Акă, нумаях пулмасть эпир, культура ĕҫченĕсем, унпа тĕл пулса калаҫрăмăр. Эпир хамӑр чуна ыраттаракан самантсем ҫинчен каланине вăл питĕ тимлесе итлени, пире ăнланма тăрăшни хытах сисӗнчӗ. Эпир ҫĕкленĕ ыйтусем пирки вăл питĕ ăнланса калаҫни пире пурсăмăра та савăнтарчĕ, шанчăк пачĕ.

Олег Алексеевич пĕтĕм халăх валли ҫĕкленĕ лозунг та, «Пĕрле. Вместе» тени, пирĕншĕн питĕ хаклă. Чăнласах та вăл пире пурсăмăра та шанать, пĕрле ĕҫлеме чĕнет. Акă, тепĕр пысăк ĕҫ палăртнă, ҫитес пилĕк ҫул валли регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантармалли документа тишкерер. Мĕн чухлĕ ырă шухăш унта! Тата ҫав ҫырса кăтартнă ырă шухăшсене ĕҫе кĕртес тесе вăл пĕтĕм вăйне хурса тăрăшать. Эпир ҫакна кашни кун куратпăр та, туятпăр та.

«Вăрҫă ачисем» тӗлӗшпе тунă ĕҫсем те мана питĕ савăнтарчĕҫ. Эпĕ те «вăрҫă ачи». Ялта ӳснĕ. 6 ҫултан пуҫласа колхоз ĕҫне хутшăннă, пучах пуҫтарнă, ҫум ҫумланă, кĕлте йăтнă… «Вăрҫă ачисемшĕн» тăрăшни, вĕсене хисепе хуни – тăван халăхшăн тăрăшниех. Тавтапуҫ, Олег Алексеевич, сире ҫакăншăн.

Сăрпа Хусан оборона чиккисене тунă çĕрте аннесем, аппасем, аслăрах пиччесем ҫĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕҫленĕ. Пирĕн ялта кăна, Сăкăт ялĕнче, 20 ытла окоп чавнăччĕ. Эпĕ ҫуралса ӳснĕ урамра ҫичĕ окоп пулнă. Ҫавсенче ĕҫленĕ ҫынсем пурте хисепе, чыса тивĕҫрĕҫ. Куншăн та эпир ăна тав тăватпăр.

Олег Николаев тăрăшнипе эпир короновирусран та питĕ вăхăтлă хӳтĕленме пултартăмăр.

Малтанхи хуҫасене пула, ним шутламасăр, китайсене ҫĕр парса иртĕхтернине вăл тăрăш-нипе чарни те мана савăнтарать. Пирĕн ахаль те ҫĕр сахал. Астăватăп-ха, ҫĕр ҫитменнипе мĕн чухлĕ халăх Ҫĕпĕре, Алтая, Ҫурҫĕр Казахстана куҫса кайрĕҫ. Олег Николаев ҫак «Сычуань-Чувашия» текен ĕҫре йĕрке тума тытăнни вăл тăван халăхшăн тăрăшниех.

«Ял ипотеки» проект та халăхшăн тăвакан ӗҫ. Пирĕн епле пулсан та ялсене аталантарас пулать, халăх ялсенчен тарассине пĕтересчĕ. «Ял ипотеки» проект пире шкулсене упраса хă

варас енĕпе те пулăшасса эпĕ питĕ шанатăп. Шкулсене пирĕн епле пулсан та упрамалла. Шкул пĕтсен – ял пĕтет, ял пĕтсен – халăх пĕтет.

Олег Николаев халăх сывлăхне упрас тĕлĕшпе ĕҫлени те мана питĕ савăнтарать.

Ҫакăн пек ырă ĕҫсем унăн нумай. Тепĕр хут хушса калатăп, ертӳҫĕ хăй каланине, сăмах панине нихăҫан та манмасть, кашни ырă ĕҫе вĕҫне ҫитерме тăрăшать. Ку вăл ҫыннăн чи лайăх, чи ырă енĕ.

Авангард



28 августа 2020
15:17
Хроника
Поделиться