Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăрăшуллă ачасем çар академинче вĕренеççĕ

 ПАТĂРЬЕЛĕНЧИ иккĕмĕш вăтам шкулта ачасене çарпа патриотла воспитани парасси ăнăçлă пулса пырать. В. Антипов учитель ертсе пыракан çамрăк армеецсем районта çеç мар, республикăра та кăтартуллисен шутĕнче. Çак ушкăна çỹрекен ачасем вара чылайăшĕ вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех спортра, шкул пурнăçĕнче те хастар. Ун пек чухне выпускниксене аслă шкула вĕренме кĕме те ансат.

Сăмах май каласан, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкултан вĕренсе тухакан каччăсенчен çулсеренех пĕрер ача çар академинче пĕлĕвне малалла тăсать. Кăçал та Николай Мазяков Краснодарти çар академийĕн студенчĕ пулса тăнă. Коля шăпах шкулта пур енĕпе те ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ каччă.

Авангард



18 августа 2020
20:29
Хроника
Поделиться