Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Августăн 6-мĕшĕ тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3850 гектар (24 процент) пухса çапнă. Вырма ĕçĕсем "Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕнче (400 гектар), акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕнче (500 ытла), "Исток" çĕр ĕç фирминче (300 ытла), "Труд" ял хуçалăх кооперативĕнче (300 яхăн), Р. Санзяпов (200), Ф. Чабатов (150 ытла), М. Лаврентьева (140), А. Петров (116) фермер хуçалăхĕсенче ăнăçлă пыраççĕ. Вырмана кашни хуçалăхрах пуçăннă. Тухăç вăтамран пĕр гектар пуçне 35 центнерпа танлашать.

 Кĕрхи культурăсене акма 1807 гектар çĕр хатĕрленĕ. Çак ĕç "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Батыревский бекон" филиалĕнче, "Барс" çĕр ĕç фирминче, "Труд", "Звезда", "Красное Знамя" ял хуçалăх кооперативĕсенче, акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕнче, "Исток" çĕр ĕç фирминче, ытти хуçалăхсенче пырать.

Авангард



07 августа 2020
10:57
Хроника
Поделиться