Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ỹстерсессĕн пахчара кантăрпа мăкăнь - саккунпа явап эс тытăн

НАРКОТИК тытăмлă ỹсен-тăрансене кил-çурт таврашĕнче ỹстерекенсене, вĕсемпе усă куракансене е сутакансене саккунпа явап тыттараççĕ. Мĕншĕн тесен çыннăн ăс-тăнне, психикине улăштаракан çимĕçсем организмшăн питĕ сиенлĕ шутланаççĕ. Çавăнпа та наркотик тытăмлă хатĕрсене усă курасран е сутасран асăрхаттарас тĕллевпе РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнче "Мăкăнь - 2020" ("Мак - 2020") оперативлă профилактика мероприятийĕ йĕркелеççĕ. Ăна икĕ тапхăрпа ирттерме палăртнă: августăн 3 - 7-мĕшĕсенче тата августăн 31-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 4-мĕшĕччен.

Хисеплĕ хаçат вулаканăмăрсем! Енчен те эсир мăкăнь е кантăр çитĕнтерсе унпа усă куракан, ăна усракан е психотроплă тавара çынсене сутакансене пĕлетĕр пулсан çийĕнчех районти шалти ĕçсен пайне 6-14-92 тата 6-13-76 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр

Авангард



07 августа 2020
10:47
Поделиться