Хут-хăмăр сутса - велосипед
Патăрьел районĕнчи Турханти медик волонтерсем Упамсара,Тури Тăрмăшра, Çĕньялта хут-хăмăр пуçтарнă. Халăха вĕсем маларах асăрхаттарнă та çынсем кивĕ хута хутаçа тултарса кил умне тухса лартнă. Ыркăмăллăхçăсем 1060 килограмм хут-хăмăр илсе кайнă. «Пандеми вăхăтĕнче ачасем валли хаваслă мероприятисем иртмеççĕ. Лара-тăра пĕлменскерсемпе ашшĕ-амăшне çăмăл маар. Эпир вĕсене пулăшас терĕмĕр», - палăртнă Турханти медик волонтерсен ертуçи Анатолий Кольцов. Хут-хăмăр укçипе ача-пăча валли 3 велосипед туяннă.
Хыпар