Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăрçă ачисене удостоверенисем параççĕ

 ЧĂВАШ Республикинче 2020 çулхи апрелĕн16-мĕшĕнче йышăннă "Вăрçă ачисем çинчен" калакан саккунпа килĕшỹллĕн районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайра çакна ĕнентерекен удостоверенисем параççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан 40 ытла çын çак удостоверенине илнĕ те. Мĕнпурĕ социаллă çăмăллăхпа 2 пин çурă ытла çын усă курмалла. Районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Наталья Федоськина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх ватăсем, ĕç ветеранĕсем республикăра çакнашкал саккун вăя кĕнĕшĕн чун-чĕререн хавхаланаççĕ. Ку тĕлĕшпе заявленисемпе кирлĕ документсене социаллă работниксем тунтикунпа ытларикун йышăнаççĕ. Кăсăклантаракан ыйтусене 6-25-53 телефонпа ыйтса пĕлме пулать.

Авангард



21 июля 2020
11:10
2020 год
Поделиться