Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăрăнта шыва кĕмелли çăла сăвапларĕç

Çак кунсенче Тăрăн ялĕн хĕвеланăç енче, хыр вăрманĕнче шыва кĕрсе тасалмалли купеле сăвапларĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Виктор Львов, Тăрăн ял тăрăхĕн алминистрацийĕн пуçлăхĕ Константин Михеев, "Исток" çĕр ĕç фирмин генеральнăй директорĕ Александр Илюткин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Иван Соловьев тата ытти хăнасем, ялйыш хутшăнчĕ. Тăрăнти Николай çветтуй ячĕллĕ храм настоятелĕ Серафим Лялькин игумен сăвапланă хыççăн Турра ĕненекенсем тасатнă çăлта шыва кĕрсе вăй-хăват пухрĕç, тасалчĕç.

(Хамăр корр)

Авангард



21 июля 2020
11:23
Хроника,
2020 год
Поделиться