Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Курава хутшăннă

Патăрьелĕнчи ял хуçалăх техникумĕн делегацийĕ А. Логунов директор ертсе пынипе Çĕрпỹ районĕнче Чăваш Енри ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕн базинче йĕркеленĕ "Уй кунĕ-2020" курава хутшăннă.

 Мероприятие килнĕ ытти çынсемпе пĕрле ял хуçалăх агрегачĕсемпе, акнă культурăсемпе, удобренисемпе, ỹсен-тăрана хỹтĕлекен хими препарачĕсемпе усă курассипе йĕркелекен экспериментсемпе паллашнă. Ял хуçалăх техникумĕнче ĕçлекенсене уйрăмах пахалăхлă вăрлăхсем, удобренисем, выльăх-чĕрлĕхе çитерекен хушма апатсем, тăпра пулăхлăхне тĕпчемелли çĕнĕ хатĕрсем тата ытти те кăсăклантарнă.

Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсен 50 проценчĕ ял хуçалăх енĕпе вĕренеççĕ: вĕсем хушшинче тракторист-машинист, ял хуçалăх техникине тата хатĕрне юсакансем, ветеринарсем пур. Çывăх вăхăтра агрономи тата производство технологийĕпе ял хуçалăх продукцине тирпейлекенсен специальноçне те алла илме пулĕ.

 (Хамăр корр.)

Авангард



21 июля 2020
11:16
Хроника
Поделиться