Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕç ыйтăвĕпе - куратор сехечĕ

Техникумран вĕренсе тухакансемшĕн ĕç рынокне кĕме ансатах та мар. Пĕлỹ илнĕ те алăра диплом тесе те лараймастăн. Малалла мĕн тумалла? Çамрăка хăй тĕллĕн ĕçе вырнаçнă чухне аслисен пулăшăвĕ те кирлĕ. Çавна шута илсе Патăрьелĕн- чи агропромышленность техникумĕнчен вĕренсе тухакансемпе "Професси малашлăхĕ - ăнăçлă ĕçе вырнаçасси" темăпа куратор сехечĕ ирттерчĕç. Унта районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн ертсе пыракан инспекторĕ С. Кошкина хутшăнчĕ. Вăл студентсене ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Çамрăк специалистсене патшалăх паракан пулăшусем пирки чарăнса тăчĕ. Ĕç шыранă чухне резюме хатĕрлесе Интернета вырнаçтармаллине каларĕ. "Ĕç - Раççейре" порталта вакансисем пуррине пĕлтерчĕ.

Техникум директорĕн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ К. Рубцова студентсене налук службин хăй тĕллĕн ĕçлекен çамрăксене тупăшран тỹлемелли йĕркен пилотлă проекчĕпе паллаштарчĕ.

Специалистсем пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленекенсен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем пачĕç.

 А. ИВАНОВА

Авангард



21 июля 2020
11:28
Хроника,
2020 год
Поделиться