Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Транспорт инфратытăм объекчĕсене дезинфекцилесех тăраççĕ

 КОРОНАВИРУС чирне малалла аталантарма парас мар тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн тата Чăваш Республикин патшалăхăн тĕп санитари врачĕ Надежда Луговскаян апрель уйăхĕнче кăларнă ятарлă хушăвĕпе тата постановленийĕпе килĕшỹллĕн районти транспорт инфратытăм объекчĕсене- чарăну площадкисемпе павильонсене - "Батыревское ЖКХ" общество ĕçченĕсем ятарлă шĕвексемпе дезинфекцилесе тăраççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан подъездсене, ача-пăча участокĕсене те вăхăтран-вăхăта çын сывлăхĕшĕн сиенсĕр шĕвекпе сапаççĕ. Хăрушсăрлăх йĕркине çынсем пăхăнни те чиртен асăрханма пулăшĕ.

Авангард



17 июля 2020
11:35
Публикации
Поделиться