Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăх ырă улшăнусем кĕтет

Республика Пуçлăхĕн суйлавĕ çывхарса пырать, Аса илтеретпĕр, вăл сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртет. Çак кунсенче Патăрьелĕнчи «Бизнес-инкубаторта» (Ленин проспекчĕ, 10-мĕш çурт, 207 пÿлĕм) суйлава кандидат пулса хутшăнакан Олег Николаевăн Халăх штабĕ ĕçлеме пикенчĕ. Кунта  Олег Алексеевичăн кандидатурине ырласа çынсем алă пусма пултараççĕ. Çак ĕçсене волонтерсем йĕркелесе пыраççĕ. Вĕсем кулленех 8 сехетрен пуçласа 11 сехетчен ĕçлеççĕ.

Халăх штабне малтанхи кунах çынсем йышлăн пычĕç: пĕчченшерĕн те, çемьепе те, çамрăксем те, аслă çулхисем те.

«Олег Николаевшăн чăваш чĕлхипе культури ют мар. Çавăн пекех унăн федераци шайĕнчи  ĕç опычĕ те пур. Олег Алексеевич  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçланă май çынсене кĕске вăхăтра умри тĕллевсене пурнăçлама пĕр  тĕвве пĕтĕçтерме пултарчĕ. Çавăн пекех вăл йывăр лару-тăрура çухалса каймасть, яваплăха хăй çине илме тăрăшать», - терĕ хăйĕн шухăшĕсене палăртса Хирти Пикшикри вăтам шкул директорĕ Ильдар Камалетдинов.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталья Андреева «Вăрçă ачисем» статуса саккунпа çирĕплетнинче тата социаллă тÿлевсен виçисене индексацилессинче Олег Николаевăн тÿпи калама  çук пысăккине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Рифкать Сафиуллов регион Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пу=арёв.пе  хушма хуçалăхсенчи сăвăнакан ĕнесен тăкакĕсене саплаштармашкăн уйăракан субсидие ял халăхĕ  ырласа йышăннине пĕрре мар асăнчĕ. Сăмах май, тÿлев пĕр ĕнешĕн 2300 тенкĕпе танлашать, иккĕ усраканнисене кашнийĕншĕн – 3300-шер, виççĕ е ытларах тытаканнисене кашни кашни пуçшăн 4300 тенкĕ уйăраççĕ.

Районти «Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов волонтерсемпе калаçнă май Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа республикăри кашни яла 100шер пин тенкĕ грант уйăрни ялсен инфратытăмне аталантарма пулăшнине, тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе Юхмапа Пăла тăрёхĕнче ача-пăча площадкисем, яла кĕнĕ çĕре стеллăсем малашне çĕкленнине тата ытти ырă пулăмсене хаçатра «Ялсем пурăнаççĕ, малалла аталанаççĕ»  социаллă проектпа кил.ш\лл.н  пичетленекен ятарлă страницăсенче çутатассине пĕлтерчĕ.

Кунта пухăннисем Олег Николаев палăртакан тĕллевсене ырласа йышăннă пирки унăн кандидатурине шанни çинчен пĕлтерсе черетпе алă пусрĕç.

Ĕнерхи кун тĕлне республикăри Тĕп суйлав комиссине Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне кандидат пулса хутшăнакан вуниккĕмĕш кандидатран документсем йышăннă. Аса илтеретпĕр, суйлава Олег Николаев, Юрий Сидоров, Юрий Шакеев, Николай Коклейкин, Андрей Ильдеменов, Роман Васильев, Максим Чепель, Петр Петрянкин пĕр-пĕр партирен мар, хăйсем тĕллĕн хутшăнаççĕ. «Раççей патриочĕсем» парти Сергей Матвеев, «Раççейри пенсионерсен социаллă тĕрĕслĕхĕшĕн» партийĕ Николай Степанов, Раççей Федерацийĕнчи коммунистсен партийĕ Александр Андреев, Раççейри либерал-демократсен партийĕ Константин Степанов кандидатурисене тăратнă.

А. Николаева

Авангард



17 июля 2020
11:55
Поделиться