Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Амăшĕн капиталне - çурт-йĕре лайăхлатма

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче патшалăх пулăшăвĕпе, тĕрлĕрен программăпа çурт-йĕр туянакансем, ăна лайăхлатакансем сахал мар. Çакă чăн малтанах нумай пулмасть çемье çавăрнă çемьесемшĕн меллĕ те усăллă. Чылайăшĕ патшалăх ача çуратнăшăн паракан амăшĕн капиталне усă курса çурт-йĕрне хăтлăлатнă çĕре усă кураççĕ. Акă, сăмахран, 2020 çул пуçланнăранпа пирĕн районта пурăнакан 18 çемье çак тĕллевпе 1 миллион та 225 пин тенкине расхутланă. Çакна та палăртса хăвармалла: асăннă нухрата ачисене малалла пĕлỹ панă чухне усă курма, инвалид-ачисене çăмăллăхпа пулăшма кирлĕ таварсем туянма та яма пултараççĕ. Заявленисене районти социаллă хỹтлĕх пайне патшалăх çăмăллăхĕсен порталĕ урлă дистанци мелĕпех çитерме пулать.

Авангард



17 июля 2020
11:33
2020 год
Поделиться