Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Уй кунĕ" иртет

Июлĕн 15-16-мĕшĕсенче ЧР ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕн базинче, Çĕрпỹ районĕнчи Михайловка ялĕ çывăхĕнче "Уй кунĕ" курав иртет.

Республика шайĕнчи мероприятие йĕркелекенĕ - ЧР ял хуçалăх министерстви. Ăна хатĕрленсе ирттерессишĕн ЧР "Агро-Инновацисем" унитари хысна предприятийĕ те яваплă.

"Уй кунĕ" курав программи пуян: ял хуçалăх агрегачĕсен экспозицине, сăнавпа опыт лаптăкĕсене пăхса хаклани тата ыт. те. Нумай çул ỹсекен курăксене çитĕнтерессипе "çавра сĕтел" те иртмелле. Куравра ял хуçалăхне ăнăçлă аталантармалли паха сортсемпе гибридсем, ỹсен-тăрана хỹтĕлемелли препаратсем, удобрени, тăпрана, акнине мониторинг тумашкăн çĕнĕ технологи, техника та вырăн тупĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, курава хутшăнакансенчен кашниех хăйне валли кăсăкланмалли тупатех. Курав программипе тата схемипе agro-in.cap.ru "Уй кунĕ - 2020" баннерта паллашма пулать.

 Курав пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли телефон: 8(8352)45-88-56.

Авангард



14 июля 2020
11:43
2020 год
Поделиться