Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Красновсен урхамахĕсем финиша иккĕшĕ те иккĕмĕш кĕнĕ

ИРТНĔ шăматкун Ульяновск хулинче урхамахсем хушшинче Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртăвăн иккĕмĕш этапĕ иртнĕ. Унта пирĕн районтан лаша спортне кăмăллакан пилĕк хастар хутшăннă. Алексей Краснов тытса пыракан Победитель вара 2 минут та 4 çеккунт вăхăт кăтартса иккĕмĕш кĕнĕ. Çак кунхинех Мускаври ипподромра "Дерби" ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта та пирĕн ентеш Валерий Краснов (Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать) çĕнтерỹçĕсен йышĕнче. Вăл вара урхамахĕпе çаврăма 1 минут та 57 çеккунтра чупса тухса республика рекордне çĕнетнĕ.

Авангард



03 июля 2020
09:52
Хроника
Поделиться