Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Диплом илчĕç

 Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи 86 çамрăк алла "Автомобильсене пăхса тăракан тата юсакан мастер", "Ял хуçалăх производствин тракторист-машинисчĕ", "Ял хуçалăхне механизацилесси" специальноçсемпе вĕренсе тухса профессиллĕ вăтам пĕлĕвне çирĕплетекен диплом илчĕç. Çав ятпа вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕ. Рудольф Васильевич çамрăк специалистсене ял хуçалăх отрасльне явăçни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çак отрасле квалификациллĕ кадрсем кирли вăрттăнлăхра мар ĕнтĕ. Агропромышленность комплексĕн предприятийĕсем çулран-çул çĕнĕрен çĕнĕ техникăсем туянаççĕ, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ. Кадрсен ыйтăвĕ вара çивĕч тăрать.

Техникум шăпах вĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе тăрăшать те.

"Професси илнĕ май эсир тăван ял, тăван район аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывасса шансах тăрас килет. Патшалăх çамрăк специалистсене витĕмлĕ пулăшу кỹрет. Эпир те вырăнсенче хăйсен ĕçне, бизнеса аталантармалли условисем туса пама тăрăшатпăр. Ялăн малашлăхне, унăн аталанăвне пĕрлехи вăйра куратпăр",- терĕ Р. Селиванов диплом панă май.

Çамрăк специалистсене çавăн пекех техникум директорĕ Алексей Логунов тата социаллă партнерсем саламларĕç.

Техникумăн тăрăшуллă ĕçченĕсем, хастарĕсем вĕрентỹ организацийĕн Тав хучĕсене тивĕçрĕç.

Диплом илни кашни выпускникшăн асра юлатех. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100, техникум 95 çул тултарнă паллă самантсемпе çыхăннă кăçал. Вĕрентỹ учрежденийĕ хăйĕн историйĕнче 25 пин ытла çамрăка пурнăç çулĕ çине кăларнине те ырламалла.

А. ИВАНОВА

Авангард



03 июля 2020
10:06
Хроника
Поделиться