Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

 

Районта выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать.

Июнĕн 29-мĕшĕ тĕлне нумай çул ỹсекен курăксене 8291 гектар çулнă.

 Сенаж 13315 тонна хатĕрленĕ. "Батыревский" пĕрлешỹре ку кăтарту 4628 тоннăпа танлашать. Ешĕл апата янтăласси "Исток", "Красное Знамя", "Труд" хуçалăхсенче, Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнче малалла пырать.

 Утă 7950 тонна хатĕрленĕ. "Малалла", "Первомайск", "Тойсинская", "Кзыл-Камыш", "Звезда", "Родина", "Хастар", "Мир" хуçалăхсенче типĕ курăка кĕртессипе тимлеççĕ.

Пĕр çул ỹсекен курăксене 125 гектар çулнă.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çум курăкран тата чир-чĕртен 10020 гектар хими препарачĕ сапнă.

Авангард



30 июня 2020
10:19
Хроника
Поделиться