Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шурă халат тухтăршăн хисеп, мăнаçлăх тата пысăк яваплăх

ХĂВ суйласа илнĕ профессипе чуна парса ĕçлени - пысăк телей! Ку тĕлĕшпе Турханти пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов Турă панă пултарулăхпа çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшакан чăн ăста, пысăк квалификациллĕ специалист. Вăл пăхса тăракан амбулаторинче 2769 çын, вăл шутра 464 ача. Анатолий Валентинович сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнче "волонтер-медиксене" явăçтарса та пысăк ĕç тăвать. Пулас тухтăрсем коронавирус пандемийĕ тапхăрĕнче те ватă çынсемпе пĕччен пурăнакансене чылай пулăшаççĕ, вĕсен килĕсене апат-çимĕç, эмелсем валеçеççĕ.

Авангард



30 июня 2020
09:54
Хроника,
Публикации
Поделиться