Сасăлав ыран вĕçленет
РФ Конституцине улшăнусем кĕртес тĕллевпе ирттерекен Пĕтĕм Раççейри сасăлав районта малалла тăсăлать. Кашни суйлав участокĕнчех вăл ăнăçлă пырать. Июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен çынсем хăйсене меллĕ вăхăтра суйлав участокĕсене кайса Тĕп саккунри улшăнусем пирки шухăшĕсене палăртаççĕ. Ĕнерхи кун 13 сехет тĕлне районĕпе списока кĕртнĕ суйлавçăсен 71,7 проценчĕ участоксенче пулма ĕлкĕрнĕ. Па- тăрьелĕнчи 302-мĕш номерлĕ суйлав участокĕн председателĕ Э. Сейфуллина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çынсем сасăлава пысăк хастарлăхпа, ырă шухăшпа пыраççĕ. Участокра хăрушсăрлăхпа çыхăннă мĕн пур йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ.
А. НИКОЛАЕВА
Шухăш
Рудольф Селиванов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Хальхи вăхăтра çĕршывшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм - РФ Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусене ырлассипе çыхăннă сасăлав - пырать. Ытти чухнехи пекех Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ăна пысăк яваплăхпа ирттерсе ярасшăн. Çак тĕллевпе районти кашни участокрах условисем çителĕклĕ. Коронавируспа çыхăннă эпидеми лару-тăрăвне шута илсе, участоксенче черет ан пултăр тесе сасăлава пĕр эрне тăршшĕпех ирттереççĕ. Сасăлава суйлав участокĕнче, çавăн пекех ытти чухнехи пекех килтех (тухса çỹрейменнисем валли) тата куçса çỹрекен мобильлĕ ушкăнсен пулăшăвĕпе усă курса хутшăнма та май пур. Паллах, пур чухне те хăрушсăрлăх - малти вырăнта. Суйлав комиссийĕн членĕсемпе сăнавçăсене (наблюдательсене), полицейскисемпе, сасăлакансене харпăр хỹтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Участока пыракансене бюллетеньпе пĕрлех медицина маски, перчетке, уйрăм ручка тата салфетка параççĕ. Кашнинех ỹт температурине виçсе кĕртеççĕ.
РФ Конституцине тỹрлетỹсем кĕртес тĕлĕшпе кашни гражданинăн шухăшĕ хаклă, пĕлтерĕшлĕ.
Минегали Хафизов, АПК ветеранĕ:
- Конституцие улшăнусем кĕртессипе çыхăннă сасăлава кăмăлтан хутшăнтăм. Мĕншĕн тесен влаçăн мĕн пур тытăмра РФ Конституцине тỹрлетỹсем кĕртнине халăх еплерех йышăннине пĕлмелле. Пирĕн сасă çĕнĕлĕхсене уçăмлатма пулăшĕ. Сасăлав коронавирус пандемийĕн тапхăрĕнче иртнĕ май, участоксенче усал чиртен асăрханмалли йĕркесене çирĕп пăхăнаççĕ, кашнинех хỹтĕлев хатĕрĕпе тивĕçтереççĕ, кĕмелли-тухмалли çулсем те уйрăм.
Авангард