Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хирте тыр-пул ỹсет, чун хĕпĕртет

Районта июнĕн 16-мĕшĕнче уй-хир тĕрĕслевĕ иртнĕ пирки хаçатăн июнĕн 19-мĕшĕнче тухнă 45-мĕш номерĕнче ("Акара аврăмăр пилĕке, кĕркунне тулли пулĕ кĕреке") çырса пĕлтернĕччĕ. Комиссипе пĕрле çỹренĕ АПК ветеранĕсен - Петр Самакинпа Иван Киргизовăн - тĕрĕслев хыççăнхи шухăшĕсемпе те вулакансене паллаштарас терĕмĕр. Петр Васильевичпа Иван Александрович иккĕшĕ те чылай çул агрономра ĕçленĕ, çавна май çĕре чĕрепе туяççĕ тесен те йăнăш мар.

- Юлашки 5-6 çул уй-хир тĕрĕслевне хутшăнман, маларах вара яланах çỹренĕ, ыттисен хирĕсемпе паллашнă. Улшăнусем, чăнах та, пур. Районта çĕре ытларах хисеплеме, юратма пуçлани, интенсивлă технологисемпе ĕçлеме пикенни тỹрех сисĕнет. "Батыревский", "Исток", "Красное Знамя", "Корма", "Труд" ял хуçалăх предприятийĕсен, Александр Петров, Олег Лаврентьев, Ферид Чабатов, С. Халитова фермерсен тата ыттисен те - пурне те асăнса та пĕтерейместĕн -хирĕсене курсан чăннипех те чун савăнчĕ. Вĕсем ĕçлес тесех ĕçлеççĕ, пурнăç таппипе тан утма тăрăшаççĕ. Акнă-лартнă культурăсем лайăх шăтса тухнă, кĕрхисен пучахĕсем вăрăм, анасем таса. Ăнăçу сăлтавĕсенчен пĕри - асăннă ял хуçалăх предприятийĕсенче агрономсем пурри, вĕсен канашĕсене тĕпе хурса вăй хуни. Акă, "Исток" çĕр ĕç фирминче Дмитрий Ерофеев тĕп специалистра тăрăшать. Çамрăк хăйĕн ĕçне юратса тата пĕлсе йĕркелет. "Корма" çĕр ĕç фирминче Галина Иванова, "Красное Знамя" хуçалăхра Валерий Красников агрономра вăй хураççĕ. Вĕсем хуçалăх уйĕсене урлăшĕпе те, тăршшĕпе те миçе хут утса тухман-ши?

Фермерсенчен нумайăшĕ çĕрпе ĕçлеме ятарлă пĕлỹ илмен, анчах вĕсем агрономсенчен канашсем ыйтса, вĕренсе пыраççĕ. Вăрлăха тăпрана хывни çеç çителĕксĕррине, пысăк тухăç илес тесен кашни ĕçе вăхăтра пурнăçламаллине ăнланаççĕ.

Пăлапуç Нурăсĕнчи С. Халитова фермер хуçалăхĕн хирĕсем те кăмăла кайрĕç. Кунта тăпра пулăхĕ пуянах мар, çавна май пусă çаврăнăшĕнче нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ 30-35 процентран кая мар йышăнмалла. Фермер çапла тунă та. Курăкран выльăхсене хĕл каçарма апат хатĕрлеççĕ.

Хура пусă туса тăратса хăварни те кунти тăпра пулăхлăхне пуянлатма пулăшсах каймасть. Çĕрĕн çиелти сийĕ лайăхлантăр тесен курăк акса сидерат пек усă курсан вырăнлă, - терĕ Иван Киргизов агроном-ветеран.

- Акнă лаптăксене курсан питĕ хĕпĕртерĕм. Пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши тата ытти культурăсем те лайăх шăтса тухнă. Çĕре чунтан юратса ĕçлесен пысăк тухăç илме пулатех. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем акăнман лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртсе технологие пăхăнса ĕçлесе тăпра пулăхлăхне пуянлатма пултарнăшăн савăнтăм. Кĕрхи культурăсен пуссисем тинĕс пек хумханса лараççĕ. Пучахĕсем тата епле парка та вăрăм!

Çĕрпе тухăçлă ĕçлемен хуçалăхсем те пур, çакă пăшăрхантарать. Вĕсен районта малта пыракан ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенчен тĕслĕх илмелле, ют çĕре каймалла мар. Пире тăрантаракан, вăй-хăват паракан çĕртен кулма юрамасть, - терĕ Петр Самакин уй-хир тĕрĕслевне пĕтĕмлетсе.

О. ПАВЛОВА

Авангард



30 июня 2020
10:18
Хроника
Поделиться