Сасăлав пуçланчĕ
Ĕнер, июнĕн 25-мĕшĕнче, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те пĕтĕм çĕршыври пекех РФ Конституцине улшăнусем кĕртес тĕллевпе ирттерме палăртнă Пĕтĕм Раççейри сасăлав пуçланчĕ. Вăл июлĕн 1-мĕшĕнче вĕçленĕ. Суйлав участокĕсем 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ĕçлеççĕ. Районти кашни участокрах коронавирус эпидемийĕ сарăласран хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнĕç.
(Хамăр корр.)
Авангард