Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ялсемшĕн пултăр усăллă

 2017 çулта республикăра пуçарулăх бюджечĕн программи хута кайрĕ. Унпа килĕшỹллĕн пĕр-пĕр объекта ĕçе кĕртме кирлĕ укçан 60 процентне патшалăх уйăрать, 40-шне халăх саплаштарать. Районта вăл тỹрех вăй илчĕ тесен те йăнăш мар. Унпа усă курса Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ялсене тата вĕсен территорийĕсене хăтлăх кĕртессипе нумай ĕç турĕç. Акă, 2019 çулта коммуналлă хытă каяшсене пухмалли ещчĕксене вырнаçтарма ятарлă лаптăксем хатĕрлерĕç. Çавăн пекех ял тăрăхĕсенче масарсене тирпейлерĕç, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе вăй хучĕç, урамсене чул сарчĕç, ача-пăча тата спорт лаптăкĕсем хутшăнчĕç тата ытти те. Кашнийĕ çынсен куç умĕнче.

 Кăçал пуçарулăх бюджечĕн виççĕмĕш тапхăрĕ пуçланчĕ. Вăл татах ял территорийĕсене хăтлăх кĕртме майсем туса парать. Программăна хутшăнакансем 5 млн тенкĕ таран илееççĕ. Икĕ хутчен те кĕме пултарнисен хисеп икĕ хут пысăкланса 10 млн тенкĕпе танлашать. Шел пулин те кăçал районти 7 ял тăрăхĕ çеç - Тăрăн, Çĕньял, Патăрьел, Ыхра Çырми, Туçа, Пикшик тата Кзыл Чишма - патшалăх пулăшăвĕпе усă курассишĕн тивĕçлĕ документсем хатĕрленĕ. Кзыл Чишма ял тăрăхĕн иккĕ те пур. Ыттисем вара темшĕн программăна кĕме васкаман. Хамăр пурăнакан кĕтес тирпейлĕ те хитре пулсан пуриншĕн те аван-çке.

 (Хамăр корр.).

Авангард



23 июня 2020
09:58
Хроника
Поделиться