Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕсен паттăрлăхне вăхăт хуплаймĕ

 Июнĕн 21-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи Мухтав монуменчĕ умĕнче "Асăнупа хурлăх çурти" акци йĕркелерĕç. Сăваплă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ Петр Иванов, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков тата район администрацийĕн ĕçченĕсем _ коронавирус пандемийĕнчен асăрханмалли йĕркесене пăхăнса хутшăнчĕç. Вĕсем ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, асăну çуртине çутрĕç, пирĕн мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунă салтаксене чыс туса шăп тăчĕç.

- 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ Совет çыннисен асĕнчен нихăçан та тухмĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕн-чен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 8377 çын кайнă, вĕсенчен 6 пин ытла паттăр вилнĕ, вăл шутран 2877-шĕ хыпарсăр çухалнă. Патăрьелсем Совет Союзĕн Геройĕсемпе - Анат Туçари Павел Кузнецовпа тата Ыхра Çырминчи Баки Рахимовпа - тивĕçлипе мухтанаççĕ. Сăкăтри Порфирий Кариков, Патăрьелĕнчи Александр Табаков, Шăнкăртамри Бедертдин Тухфетуллов Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем пулса тăнă. Чыс та, мухтав та вĕсене. Эпир пирĕн мирлĕ пуласлăхшăн вăрçăра çапăçнă паттăрсене нихăçан та манмăпăр, - терĕ Рудольф Васильевич .

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



23 июня 2020
09:58
Поделиться