Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăрçă синкерлĕхне нихăçан та курар мар

1941 ÇУЛХИ июнĕн 22-мĕшĕ Тăван çĕршывăн истори страницине çырăнса юлнă кун. Шăпах çавăн чухне пирĕн çĕр çине нимĕç фашисчĕсем сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ. Вăрçă пуçланнă çул аякран аякка юлса пырать пулин те унăн синкерлĕхĕ манăçмасть. Çак кунхине эпир йăлана кĕнĕ йĕркепе 1418 куна тăсăлнă юнлă çапăçу хирĕнче пуç хунă салтаксен ячĕпе çурта çутатпăр, вĕсен канлĕхĕшĕн пуç таятпăр. Ĕнер те, Асăнупа хурлăх кунĕнче, районта пурăнакансем ăна мĕнле те пулин ырă пулăмпа паллă тăвас тесе тăрăшрĕç. Çĕнтерỹ кунĕнчи пекех кантăксем çине вăрçă паллисене ỹкерчĕç, онлайн мелĕпе паттăрсем пирки аса илчĕç, сăвăсем вуларĕç, 22 сехетре пурте пĕрле кантăксем умĕнче шăп тăрса çурта çутрĕç. "Çĕр çинче нихăçан та вăрçă ан пултăр. Мир тата тăнăçлăх, килĕшỹпе юрату çеç хуçаланччăр",- çак шухăша пурте чун-чĕререн палăртрĕç.

Авангард



23 июня 2020
09:54
Поделиться