Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Шанăç телефонĕ" пурне те пулăшма хатĕр

 ПĔТĔМ тĕнчери наркотикпа кĕрешмелли куна (июнĕн 26-мĕшĕ) халалласа районта вунăкунлăх пырать. Вăл июнĕн 30-мĕшĕнче вĕçленет. Районти тĕп больницăпа район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕ, РФ ШĔМĕн "Батыревский" уйрăмĕ йĕркелекен мероприяти тапхăрĕнче вĕрентỹ учрежденийĕсенче онлайн презентацисем, сывлăх кунĕсем, çамрăксемпе ашшĕ-амăшĕ валли консультацисем иртмелле. Вунăкунлăх вăхăтĕнчех наркотик сывлăх тăшманĕ пулнине çирĕплетекен кинофильмсем пăхма та май пулĕ. Çав вăхăтрах хăвăра кăсăклантаракан е пăшăрхантаракан ыйтусене 6-16-46 номерпе "Шанăç телефонĕпе" те шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.



23 июня 2020
09:55
Поделиться