Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăс-хакăл вăййине республикăна халалланă

ЧĂВАШ автономи облаçнĕ 100 çул тултарнине халалласа Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература учителĕ Светлана Никитина тĕрлĕ класра вĕренекен шкул ачисем хушшинче "Тăван енĕм - Чăваш Ен!" ăс-хакăл вăййи йĕркеленĕ. Республика пурнăçĕпе, унăн паллă çыннисемпе çыхăннă кăсăклă та çăмăлах мар ыйтусене хуравлас тĕллевпе вĕренекенсем энциклопедисемпе, словарьсемпе, çавăн пекех Интернет ресурсĕпе те анлăн усă курнă. Тĕрлĕ çулхи ачасем хушшинче Анастасия Бахитовапа София Матюшкина чи нумай балл пуçтарса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Авангард



23 июня 2020
09:56
Хроника
Поделиться