Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пахалăхлă апатсăр выльăхран продукци илеймĕн

Хĕл хырăмĕ аслă. Çавна май çулла апат çителĕклĕ хатĕрлемелле. "Исток" çĕр ĕç фирминче çулленех çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ.

Нумай çул ỹсекен курăк хуçалăхра лайăх çитĕннĕ. Çуркунне апатлантарнин, нỹр çителĕклин усси куç умĕнче. Сĕтеклĕ курăка Е-33 косилкăпа Алексейпе Александр Лепешкинсем тата Александр Калмыков трактористсем вырчĕç. Вăл кăшт кушăхнă хыççăн Николай Тихоновпа Михаил Кузьмин механизаторсем икĕ комбайнпа пуçтарса вĕтетсе пычĕç. Турттарнă çĕре те 8 техника хутшăнчĕ.

Çĕр ĕç фирминче ĕçе пĕлсе тата технологие пăхăнса йĕркеленĕ. Ĕнерхи куна 2487 тонна сенаж хунă. Халĕ утă янтăлама пикеннĕ.

Районти ытти хуçалăхсенче те выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Июнĕн 22-мĕшĕ тĕлне нумай çул ỹсекен курăка 3010 гектар çулнă. Сенаж - 6450 тонна, утă 2550 тонна янтăланă. Сенаж "Исток", "Батыревский" тата "Красное Знамя" хуçалăхсенче хываççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче ỹсен-тăран культурисене чир-чĕртен тата çум курăкран хими препарачĕсем сапаççĕ. Çавăн пекех çĕр улми йăранĕсене те хăпартаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Авангард



23 июня 2020
10:01
Хроника
Поделиться