Клубсене çĕнетеççĕ
Çанталăк ăшăтсанах районта строительство ĕçĕсем вăй илме тытăнчĕç. Кĕçĕн Арапуçĕнче, Кивĕ Катекре тата Чăваш Ишекĕнче культура çурчĕсем кивелнĕрен тахçанах юсав кĕтетчĕç. Кăçал вĕсем патне те черет çитрĕ. Культура çурчĕсен тăррисене, урайĕсене, чỹречисемпе алăкĕсене улăштарма палăртнă. Малашне вĕсенче ĕçлеме те, канма та кăмăллă пулĕ.
Кĕçĕн Арапуçĕнчи клуба çĕнетме - 3 млн тенкĕ, Кивĕ Катекри валли - 4,8 млн тенкĕ, Чăваш Ишекĕнчине 2,8 млн тенке яхăн уйăрнă. Объектсен подрядчикĕсем - Н. Пайзеров тата О. Григорьев индивидуаллă предпринимательсем тата "Энергострой" пĕрлешỹ.
(Хамăр корр.)
Авангард