Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăкарса çỹремелли хатĕрсем юсавлă кирлĕ

  Июнĕн 15-25-мĕшĕсенче республикăра, çавăн пекех районта та "Прицеп" профилактика операцийĕ иртет. Çак тапхăрта ятарлă ушкăн тракторсемпе çул-йĕрпе строительство тата ытти машинăсене, вĕсем кăкарса çỹрекен прицепсене çынсен сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларманнине, тавралăха вараламаннине, пурлăха тăкак кỹменнине, тивĕçлĕ документсем пуррине тĕрĕслет.

Мероприяти вăхăтĕнче ял тăрăх администрацийĕпе пĕрле юрăхсăра тухнă, тахçантанпах усă курман хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсемпе прицепсене тупса утилизацине ямалла. Чăваш Республикинчи ШĔМĕн çул-йĕр инспекторĕсем те вунăкунлăха хутшăнаççĕ, техникăпа çỹренĕ чухне йĕркене пăсакансене РФ Кодекс нормисемпе килĕшỹллĕн административлă майпа айăплама пултараççĕ.

И. ВАСИЛЬЕВ, Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ.

Авангард



17 июня 2020
09:35
2020 год
Поделиться