Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăрăшсассăн ĕç пулать, асăнмалăх ят юлать

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан кăçалхи вĕренỹ çулĕнче 9 класран 86 ача, 11-мĕшĕнчен 52 ача вĕренсе тухать. Аттестат илекеннисенчен кĕçĕннисенчен 11-шĕ, пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленекеннисенчен 15-шĕ "5" паллăпа çеç пĕлỹ илсе пынă.

Шкулăн çитĕнĕвĕсем çук мар. 12 ача республика тата регион шайĕсенче предмет олимпиадисенче çĕнтерỹçĕсемпе призерсем пулчĕç.

6 вĕренекенпе пĕр учитель Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, пĕри ятарлă тата виççĕшĕ Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендийĕсене илме тивĕç пулни те хăпартлантарать.

А. Торговцев, Н. Перепелкин, И. Ежов, Л. Алексеева, Г. Югаметова, К. Артамонова, Н. Сугутская, А. Медведева, Е. Ильичева тата ыттисем те вĕренỹре те, обществăлла пурнăçра та хастар.

Иртнĕ вĕренỹ çулĕнчи патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсенче А. Кубикова вырăс чĕлхипе, Е. Краснова биологипе, Н. Кошкина историпе тата обществознанипе, Г. Николаева химипе, Н. Путякова чăваш чĕлхипе литературипе, Н. Назарова физикăпа вĕрентекенсен ачисем экзаменсенче пысăк балсем пухма пултарчĕç.

Çитĕнỹсемпе савăнмалăх пур. Коллектив тăрăшнипе 2014 çулта Раççейри ялсенчи шкулсен ТОП-200, унтан ТОП-300 йышне кĕчĕç. 2014 çулта Чăваш Республикин грантне тивĕçрĕç. Вĕренỹ учрежденийĕ стажировка площадки шутланса тăрать. Районти мероприяти чылайăшĕ çакăнта иртет. Республикăра йĕркелекен канашлусене те кунтах йĕркелеççĕ.

Коллектива Н. Андреева саккăрмĕш çул ертсе пырать. 110 çынран тăракан йыша пĕр шухăшпа, мал ĕмĕтпе илсе пыма пултарулăхĕ пысăк. Ахальтен мар Наталия Борисовна "Хĕрарăм - лидер" республика конкурсĕнче призлă вырăн йышăнчĕ.

Ертỹçĕрен ыттисем ырă тĕслĕх илеççĕ. Маларах вĕрентекен "Çулталăк учителĕ" конкурса хутшăнса муниципаллă, регион тапхăрĕсенче çĕнтерсе, республика чысне Раççей шайĕнче хỹтĕленĕччĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче класс ертỹçисем хушшинче А. Михайлова районта мала тухрĕ, республикăра пилĕк ăста специалист йышне кĕчĕ. Г. Азмукова районти "Çулталăк учителĕ- 2020" çĕнтерỹçи пулчĕ.

Юлашки чĕрĕке дистанциллĕ майпа пĕлỹ пухрĕç. Ĕçе пĕртте хавшатмарĕç. Вĕренекенсем мĕнле акцие çеç хутшăнмарĕç-ши? "Георгий хăйăвĕ", "Салтак пăтти", "Çĕнтерỹ чỹречисем", "Çĕнтерỹ салючĕ", "Вилĕмсĕр полк", "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин юррисем", "Мир кăвакарчăнĕ", "Астăвăм сачĕ", "Пысăк тăхтав"... тата ытти те. Сочиненисем, эссесем çырса Раççей шайĕнчи конкурссене тăратрĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем тав хучĕсене кĕтеççĕ.

Раççей кунĕнче "Сарлака манăн Тăван çĕршывăм" флешмоба хутшăнчĕç.

Шкул коллективĕ çĕнĕ вĕренỹ çулне тăрăшса хатĕрленсе кĕтсе илет. Пĕлỹ çурчĕ йĕри-тавра тирпей-илем хуçаланать. Çу каçипех куçа шартаракан чечексем çеçке çураççĕ. Вĕсенчен ыттисен тĕслĕх илмелĕх пур. Маларахри çулсенче вĕренекенсем тирпей- илеме тытса тăрассине хăйсем çине илнĕччĕ. Кăçал вара ертỹçисем çеç.

Коллектив ỹсĕмне каласа та пĕтерме çук. В. Афанасьева вырăс чĕлхи вĕренекенĕсем валли методика пособийĕ хатĕрлесе кăларчĕ.

Юрлакансен, ташлакансен пултарулăхне курма кăмăллă. Ушкăнсем район, республика конкурсĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çакăнта А. Михайлова, Т. Толстова, И. Селиванова, Н. Путякова вĕрентекенсен тата ыттисен тỹпи пысăк тесен те йăнăш пулмĕ.

Н. Кошкина, Ю. Васюткин, О. Елкина, В. Солдатов, Ю. Краснов педагогсем спорт мероприятийĕсенче хастарлăх кăтартаççĕ, ачасене тĕрлĕ ăмăртăва явăçтараççĕ.

- Çамрăк ăрăва аталанса ỹс-ме кирлĕ условисем çителĕклĕ пирĕн. "Точка роста" ĕçлет. 20 ноутбукпа 30 компьютер килчĕ. Педагогсем ăста. Пурин те ĕç стажĕ пысăк. Ачасен ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупма пултараççĕ. Çамрăк специалистсене явăçтарса пыма тăрăшатпăр. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен акăлчан тата нимĕç чĕлхисене вĕрентекенсем кирлĕ. Дипломлă педагогсене хаваспах йышăнатпăр. Камсенчен ĕçе хăнăхса пымалли пур пирĕн. Акă, Э. Хуснетдинова, Д. Курякова, Л. Сафиянова çамрăксене Е. Маркиданова, С. Урукова, Г. Краснова ăста педагогсен çумне çирĕплетнĕ,- тет Н. Андреева директор.

Ертỹçĕшĕн шкул тăван кил вырăнĕнчех. Çакăнта вĕренсе алла аттестат илнĕ вăл. Унтан аслă шкулта ăс пухнă. Кайран юратнă педагогсем патне ĕçлеме таврăннă. Педагогикăри стажĕ 23 çул. Наукăсен кандидачĕ Наталия Борисовна. Вĕрентỹ ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Пуçарулăхĕ, ертсе пыраслăхĕ пурах. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине паллă тăвас умĕн шкулта ĕçленĕ, алла хĕç пăшал тытса çапăçнă педагогсен кун-çулне тĕпчесе стенд турĕç. Ку енĕпе шырав отрячĕн членĕсем хастарлăх кăтартрĕç.

Шкулта пресс-центр (ертỹçи О. Каллина) ĕçлет. Хаçат кăларса тăраççĕ. Регионсем хушшинчи "Школа-пресс - 2020" конкурсра призерсем пулчĕç.

Волонтерсен юхăмне кĕçĕн класранах явăçтарса пыраççĕ. Çитĕнекен ăру тăван тавралăха тирпей-илем кĕртме, çỹп-çап пуçтарма явăçать. Шăмăршă вăрманне йывăç лартма та кайнă. Кивĕ хут пухассине йĕркеленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Афганистанра пуç хунисене асăнса Патăрьелĕнче лартнă палăксен йĕри-таврашне тирпейлесе тăрассине те хăйсем çине илнĕ тата ытти те. Вилнĕ учитель-ветерансен вил тăприйĕсене пăхса тăма та ỹркенмеççĕ.

Йышлă ача вĕренекен çуртра авалхи ырă йăласене упрама пĕлни те аван. Çавах çĕнĕлĕхе те кĕртсе пыраççĕ. Кăçал столовăйĕнче оборудованисене улăштарасса шанаççĕ. Ç

ĕнĕ вĕренỹ çулне çĕнĕ 100 ача илме палăртнă. Хушма çурт хута яни çакна пурнăçлама май паратех.

Ертỹçĕн пултарулăхĕ куç умĕнче. Коллектив дистанциллĕ мелпе пĕлỹ парассине те ăнăçлă туса пычĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



16 июня 2020
09:41
Хроника
Поделиться