Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Раççей чỹречисенчен" хĕвел çеç йăл култăр

ИРТНĔ эрнере çĕршывăн тĕп уявĕсенчен пĕрне - Раççей кунне - паллă турăмăр. Коронавируса пула çак праçнике ытти çулсенчи евĕр ирттерме май килмерĕ, паллах. Çын йышлă пуçтарăнасран асăрханса шавлă мероприятисенчен тытăнса тăма тиврĕ. Апла пулин те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем, ĕç коллективĕсем, шкул ачисем савăнăçа пĕрле пайларĕç, чỹречесем çинче мăнаçлă та илемлĕ Раççее сăнлакан тĕрлĕрен ỹкерчĕксем ăсталарĕç, Интернет тетелне лартрĕç. Çак акци Патăрьелсемшĕн те хастар иртрĕ. "Раççей чỹречисенчен" хĕвел çеç йăл култăр",- терĕç пурте пĕр саслăн #ОкнаРоссии #ЯлюблюРоссию #МояРоссия паллăсемпе Инстаграма хыпар е видеоỹкерчĕк вĕçтерсе. Акцире шкул, ача сачĕн коллективĕ- сенчи уйрăм хастарсем, социаллă сеть тусĕсем пысăк пуçарулăх кăтартрĕç.

Авангард



16 июня 2020
09:26
Хроника
Поделиться