Инвалид, ватă çынсене е тăлăх ачасене вăхăтлăха хăйсен хỹттине илнисене хушма укçа тỹлеççĕ
2020 çулхи май уйăхĕн 30-мĕшĕнче вăя кĕнĕ Раççей Федерацийĕн Правительствин 797-мĕш номерлĕ постановленийĕпе килĕшỹллĕн, кăçалхи апрель уйăхĕнчен пуçласа июнь уйăхĕччен инвалид, ватă çынсене е тăлăх тата ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасене вăхăтлăх хăйсем патне пурăнма илнĕ çынсене хушма укçа тỹлеççĕ. Çак укçана патшалăх е урăх социаллă организацисенче ĕçлекен çынсем илме пултараççĕ. Енчен те вĕсем: - интернат учрежденисенчен инвалидсемпе ватă çынсене, тăлăх е ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасене вăхăтлăх хăйсем патне пурăнма тата хăйсен хỹттине илнĕ пулсан. Çавăн пекех çак тỹлеве асăннă категорири çынсене хăйсем патне пурăнма тата хăйсен хỹттине илнĕ волонтерсем тивĕçеççĕ.
Министерствăсем хăйсене пăхăнса тăракан интернат учрежденисенчен инвалидсене, ватă çынсене е тăлăх тата ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасене вăхăтлăх хăйсен хỹттине илнĕ çынсем пирки реестр йĕркелеççĕ.
Унта вăхăтлăх хăйсем патне пурăнма илнĕ çын, ăна хăш социаллă учрежденирен, мĕн чухлĕ вăхăта тата кам илни пирки йăлтах паллă пулать. Реестра кăçалхи апрель-май уйăхĕсемшĕн тата июнь уйăхĕшĕн Пенси фондне уйрăммăн тăратаççĕ.
Хушма тỹлеве кăçалхи апрель уйăхĕнчен пуçласа июнь уйăхĕсенче вăхăтлăх хăйсем патне пурăнма илнĕ çынсене тỹлеççĕ. Вăл 12 пин те 130 тенкĕпе танлашать.
Стационарлă социаллă учрежденисем шутне - интернатсем, вăл шутра ятарлисем, психоневрологиллĕ интернатсем, ватă тата инвалидсем пурăнакан социаллă-сиплев центрĕсем, тăлăх тата ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасем пурăнакан организацисем. Вĕсен шутне: ача çурчĕсемпе интернатсем, сывлăх енчен хавшак ачасем вĕренекен шкул-интернатсем, тăлăх тата ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасем пурăнакан центрсем кĕреççĕ.
Асăннă постановленипе килĕшỹллĕн, хушма тỹлеве ятарлă учрежденисенче вĕренекен инвалид ачисене кăçалхи апрель-июнь уйăхĕсенче киле илсе кайнă ашшĕ-амăшĕ илме пултараймасть.
Çавăн пекех çак тỹлев 80 çултан иртнĕ ватăсене тата 1-мĕш ушкăнри инвалидсене пăхнишĕн 1 пин те 200 тенкĕпе танлашакан компенсацие илекенсене те тивĕçмест.
Çак хушма тỹлеве илме тивĕçлĕ çынсен кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ е Пенси фондчĕн клиент служби е МФЦ урлă заявлени çырмалла. Çакăн валли хушма документсем кирлĕ мар. Çак укçана парасси пирки реестрти даннăйсем урлă палăртаççĕ. Апрель-май тата июнь уйăхĕсемшĕн уйрăм икĕ заявлени çырмалла. Унта ят, хушамат, СНИЛС даннăйĕсене тата телефон номерĕпе банк счетчĕн реквизичĕсене палăртмалла. Заявление 5 ĕç кунĕнче пăхса тухаççĕ, укçана виçĕ кун хушшинче куçарса параççĕ.
Раççей Федерацийĕн субъекчĕн реестрĕнче заявлени çыракан пирки информаци пулмасан ăна хушма укçана тỹлемеççĕ.
РФ Пенси фондчĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-служби