Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сăваплă вырăнта пуç таяççĕ

 Районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа чылай ырă ĕç турĕç.

Ку тĕлĕшпе Тăрăн ял тăрăхне кĕрекен Кĕçĕн Патăрьел ялĕнчи граждан вăрçи паттăрĕн П. Крепковăн палăк таврашĕ те çĕнелсе капăрланчĕ. "Исток" çĕр ĕç фирми (ертỹçи Александр Илюткин) пуçарăвĕпе тата пулăшăвĕпе, уйрăм çынсен хастарлăхĕпе çак вырăна кĕске вăхăтрах пысăк хăтлăх кỹчĕç: палăксене юсаса çĕнетрĕç, йĕри-тавра брусчатка сарчĕç, аллея уçрĕç, чечексем лартса капăрлатрĕç, картисене çĕнетрĕç (сăн ỹкерчĕкре). Паян кунта вăрçă паттăрĕсене пуç тайма, вĕсене хисеплесе чĕрĕ чечек хума кĕме те кăмăллă. Юнашарах _ иртнĕ çул хăпартнă пĕчĕк часовня. Çак пархатарлă та сăваплă ĕçе те çĕр ĕç фирми пысăк тỹпе хыврĕ. Вилнĕ ентешсен канлĕхĕшĕн ял çыннисем кунта çурта лартаççĕ, кĕл тăваççĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Шухăш

Владимир Марков, ял старости:

- Юлашки çулсенче Кĕçĕн Патăрьел çĕнелсех пырать. Çынсем капăр çуртсем лартаççĕ, киввисене çĕнетеççĕ. Яла кĕнĕ çĕрте вырнаçнă асăну вырăнĕ (çаплах каласшăн) çамрăксемшĕн те пĕлтерĕшлĕ вырăн. Кунта çамрăк мăшăрсем те чечек çыххисем хураççĕ, хăйсен тăванĕсене асăнаççĕ. Çак вырăна таса та тирпейлĕ тытса тăрасси вара пурин те тивĕçĕ. Пурлăха, тунă илеме пĕрле упрани паян пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Авангард



11 июня 2020
10:25
Хроника
Поделиться