Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă сĕнỹсене - патшалăх программине хатĕрлеме

ХАЛЬХИ вăхăтра республикăра чăваш чĕлхине вĕрентмелли тата ăна аталантармалли программа хатĕрлеççĕ. Пĕлтерĕшлĕ ĕçшĕн Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министерстви яваплă. Унăн тĕп тĕллевĕ _ информаципе çыхăну уçлăхĕнче чăваш чĕлхине вĕрентмелли йĕркене çĕнетесси, халăх хушшинче унпа кăсăкланассине ỹстересси, чăвашсем пурăнакан ытти вырăнта та тăван чĕлхене упраса ăна аталанма пулăшасси тата ытти те. Çак тĕллевсене юлашки пилĕк çулта пурнăçа кĕртме тĕллев лартаççĕ. Енчен те асăннă программăна кĕртме сирĕн те сĕнỹсем çуралсан вĕсене васкавлăн Чăваш Республикин вĕрентỹ министерствине chrio@cap.ru адреспа ярса памалла. Ку ыйтупа уйрăмах районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем кирлĕ шухăшсене сĕнме пултарĕç.

Авангард



11 июня 2020
10:21
Хроника
Поделиться