Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Диплома тивĕçрĕ

Чăваш Республикинчи профессиллĕ вĕрентỹ организацийĕсем хушшинче Чăваш Енри професси вĕрентĕвĕн ассоциацийĕ, вĕрентỹ, çамрăксен политики министерствипе педагогика ĕçченĕсен Вĕрентỹпе методика пĕрлешĕвĕн координаци канашĕн пуçарăвĕпе дистанци мелĕпе конкурс иртрĕ. Унта пирĕн районти агропромышленность техникумĕн преподавателĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем "Студентсем валли вĕренỹпе методика пособийĕ" тата "Преподавательсем валли методика пособийĕ" темăсемпе ĕçсем тăратрĕç.

Конкурса 15 вĕрентỹ организацийĕнчен 35ĕн хутшăнчĕç. Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн физика предмечĕн преподавателĕ В. Спинов диплома тивĕçрĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



11 июня 2020
10:31
Хроника
Поделиться