Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăван çĕршыва хỹтĕлесси -тĕп тивĕç

Хальхи вăхăтра 18 çул тултарнă çамрăксене çара илсе каймалли тапхăр пырать. Чăваш Республикинчи Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕ коронавирус пандемийĕн условийĕнче медицина тата призыв комиссийĕсене ирттерме хатĕр. Призывниксем валли социаллă дистанцие пăхăнмалли паллăсене те вырнаçтарнă. Çар комиссариатне кĕнĕ çĕрте ỹт температурине виçеççĕ, алла антисептикпа сăтăраççĕ, вĕсене пурне та маска, перчетке, урана тăхăнмалли бахила параççĕ. Алăксемпе унăн тыткăчисене тăтăшах хлор тытăмлă шĕвекпе дезинфекцилеççĕ. Призыв комиссийĕн членĕсем те мĕн пур хỹтĕлев костюмĕпе ĕçлеççĕ.

Пандеми лару-тăрăвĕ призыв кампанине пуçлама витĕм кỹмерĕ, çапах та унăн срокĕсене тỹрлетме тиврĕ. Çак кунсенче Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариатĕнче çуркуннехи призыв комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларăва унăн председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ, комиссие килнĕ çамрăксене çар тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа, кăтартуллă пурнăçлама ырă сунчĕ. Пулас салтаксен пĕрремĕш ушкăнне июнĕн 16-мĕшĕнче ăсатĕç. Ытларах каччăсем тип çĕр çинче, çарпа космос вăйĕнче, стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета, сывлăшпа десант çарĕсенче служба тивĕçне пурнăçлĕç.

Салтак тумне тăхăнма хатĕрленекен каччăсене хăйсен тивĕçне тỹрĕ чунпа пурнăçлама, тĕрекленсе килме сунатăп. Коронавирус инфекцийĕ тапхăрĕнче тăванĕсене вара ăсату каçĕсене тăвассинчен тытăнса тăма ыйтатăп.

Е. СЕМЕНОВ, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ

Авангард



09 июня 2020
08:53
Поделиться